Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Вӑрмар районӗ

Акан 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче черетлӗ «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» литература конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ, ӑна ятарласа регионсен хушшинчи VII «Кӗнеке халахсене килӳшӳ тупма пулӑшать» фестивале уҫнӑ кун ирттерчӗҫ.

Ку литература конкурса 2002 ҫулта йӗркеленӗ. 2004 ҫултанпа ӑна кашни икӗ ҫул хушшинче ирттерме килӗшсе таталнӑ. Ӑмартӑвӑн тӗп спонсорӗ — «Чӑваш Ен» ятлӑ социаллӑ тата культура программисене пулӑшакан фонд. Конкурса пуҫарса янӑранпа хаклавҫӑсем патне пурӗ 474 ӗҫ ҫитнӗ.

Хальхи ӑмӑрту пӗлтӗрхи пушӑн пӗрремешӗнчен пуҫласа кӑҫалхи пушӑн 31-мӗшӗччен пычӗ. Ӑна И.Я. Яковлевӑн юбилейне халалласа ирттерчӗҫ.

Пурӗ литература конкурсне 74-ӑн хутшӑнчӗҫ. Вӗсенчен 89% — хӗрачасемпе хӗрсем. Чӑваш Енри хастарсемсӗр пуҫне Санкт-Петербургпа Калуга хуинсенчен те хутшӑннине пӗлтерсе хӑвармалла. Пурӗ 86 хайлав ярса панӑ. 45 чӑвашла, 41 — вырӑсла. Ҫамрӑк ҫыравҫӑсем ытларах хӑйсене поэзинче тупасшӑн пулчӗ (пур ӗҫсен 63%), сахалтарах — драматургире (3 ӗҫ кӑна). 5 хутшӑнакана ҫӗнтерӳҫӗ кубокне пачӗҫ, тата тепӗр 20 ӗҫе лайӑх хаклав пачӗҫ.

 

Ҫӗнтерӳҫем ҫаксем пулӗҫ:

1.

Малалла...

 

2009 ҫулхи мартӑн 24-мӗшӗнче «Суварӑн» штатра тӑман корреспонденчӗ, Тутарстанри чӑвашсен «Ҫичӗ ҫӑл», каярах «Салам» радиокӑларӑмсене пуҫарса ертсе пынӑ Петр Михайлович Миров (Сандимиров) вӑхӑтсӑр вилсе кайнӑ.

П.М.Миров Нурлат районӗнчи Салтакьелӗнче ҫуралса ӳснӗ. Якаелӗнчи вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Самар облаҫӗнчи ял хуҫалӑх техникумне кайса кӗнӗ. Диплом илнӗ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт Самар облаҫӗнчи Пестровка районӗнче колхоз председателӗн тивӗҫӗсене туса пынӑ. Салтака кайсан Львоври аслӑ политучилищӗре вӗреннӗ, ӑна пӗтерсен 25 ҫул ҫар журналисчӗ пулса тӗрлӗ хаҫатсенче ӗҫленӗ. Хӗвел Анӑҫ Украина, Кавказ, Германи, Венгри, Ҫӗпӗр, Байкал леш енӗ, Атӑл тӑрӑхӗ – таҫта та ҫитнӗ журналист, нумай чӗлхепе калаҫма вӗреннӗ, анчах ашшӗ-амӑшӗ панӑ тӑван чӗлхене темӗнле аякри ют ҫӗршыва ҫитсен те манман.

Отставкӑна тухсан Петр Михайлович чӑваш культурине «вӑратса» аталантарас ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӑл тӑрӑшнипе Хусан радиохумӗнче 1992 ҫулта чӑвашла «Ҫичӗ ҫӑл» передача эфира тухма пуҫлать, каярах вӑл «Салам» ятпа тухма тытӑнчӗ.

Малалла...

 

КӐР
04

Герман Егоров ячӗпе
 хăна | 04.01.2009 22:48 |

Шупашкарти шахмат клубӗнче Герман Егоров ячӗллӗ турнирӑн пӗрремӗш финалӗ вӗҫленчӗ. Унта республикӑри чи вӑйлӑ ҫирӗм шахматист хутшӑнчӗҫ. Ҫак ӑмӑртӑва йӗркелекен Вӑрмар ентешлӗхӗн ертӳҫисем пысӑк тӗллевсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Ентешлӗх ертӳҫи Леонид Григорьев шухӑшӗпе республикӑра шахмат вӑййине аталантармалла. Чӑвашсем вӑйпа кӑна мар,ӑспа та малта пулмалла.

Аслисем хушшинчи финал ҫивӗч кӗрешӳре иртрӗ. Пӗрремӗш вырӑна Владимир Иванов, иккӗмӗшне Андрей Сафронов,виҫҫӗмӗшне Игорь Арипов ҫӗнсе илчӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна куҫса ҫӳрекен кубок тата 7 пин укҫа тивӗҫрӗ. Мӗнпурӗ 7 шахмат ӑсти сумлӑ призсем илчӗҫ.

Ачасемпе хӗрарӑмсен хушшинче финалти вӑйӑсем кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче иртмелле. Кунта пӗрремӗш вырӑна тухакан ачасем Раҫҫейри шахмат турнирӗсене хутшӑнма путевка ҫӗнсе илеҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Шупашкар, шахмат клубӗ

 

Чӑвашла фантастика хайлавӗсем пичетленме пуҫланӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ конкурс вӗҫленчӗ — ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӑмӑр. Тӳрех калам, Вӗрентӳ министерстви сайтӗнче пелтернӗ хыпарта тӗрӗс марри пур — чи лайӑх фантастсем Штанаш шкулӗнче вӗренмеҫҫӗ. Унти вӗренекенсем те чаплӑ, анчах та Вӑрмар районне кӗрекен Чупайри тӗп шкулпа Пучинкери пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула (Йӗпреҫ районӗ) ҫӳрекен ачасен хайлавӗсем пирӗн шутпа чаплӑрах. Штанаш шкул ачисен хайлавӗ вара вулавҫӑсене ытларах килӗшнӗ. Хайлавӗ интереслӗ пулнӑран пулӗ — унпа чылайӑшӗ паллашрӗҫ. Сире те интереслӗ пулсан вӑл «Иртнӗ ӗмӗрте пулса куртӑмӑр» ятлӑ. Ҫырасса ӑна ушкӑнпа ҫырнӑ — ҫак ачасем тӑрмашнӑ: Андреев Александр, Лобова Ирина, Ильина Екатерина, Коннова Алевтина, Семенова Ксения, Соловьева Наталия, Сатлайкина Ирина, Софронов Николай.

Малалла...

 

Чӑваш Енри ҫула ҫитнӗ ушкӑнсем хушшинчи футбол ӑмӑртӑвӗн черетлӗ тапхӑрӗ пырать. Нумай пулмасть Вӑрмар посёлокӗн тӗп стадионӗнче «Вӑрмарпа» (Вӑрмар п.) «Водник» (Сӗнтӗрвӑрри х.) футбол ушкӑнӗсем тупӑшрӗҫ.

Вӑрмарсем хӑйсен ӑсталӑхне лайӑхрах кӑтартрӗҫ — вӑйӑ 6:1 счётпа вӗҫленчӗ. 3 вӑйӑ ирттернӗ хыҫҫӑн Вӑрмарсен 9 очко пухӑннӑ, ҫавна май вӗсем хӑйсен ушкӑнӗнче чи вӑйлисем шутне кӗреҫҫӗ.

Тепӗр тапхӑр ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинче иртӗ. Унта вӗсем вырӑнти «Ҫӗрпӳ» ятлӑ футбол ушкӑнӗпе тӗл пулӗҫ.

Пурне те ӑнӑҫу сунатпӑр!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ача ҫурлани яланах уяв — ашшӗ-амӑшӗшӗн те ыттисемшӗн те. Ачасем — пирӗн телей, пуласлӑх, вӗсем пур чухне тӗнче пӗтмессӗн туйӑнать.

 

Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ ачасене чаплӑн рагистрацилерӗҫ. Ак Ивановсен кил-йышӗнче те тахҫанах кӗтнӗ хӗрпӗрчи ҫуралнӑ — ӑна вӗсем Софья ят панӑ. Софьйӑн икӗ аслӑ пиччӗшӗ пур — виҫҫӗмӗш ача ҫемьене тӗрӗклентерӗ.

Фроловсен кил-йышӗнче вара пӗрремеш ача ҫуралнӑ — ӑна вӗсем Надежда ят хунӑ.

 

Вӑрмар районӗн администраци пайӗн пуҫлӑхӗ Валентина Волкова ашшӗ-амӑшне ача ҫуралнине ҫирӗплетекен патшалӑх хутне пачӗ, ҫемьесенче яланах ҫирӗп сывлӑх, телей, савӑнӑҫ тӑмашкӑн сунчӗ. Валентина Волкова вӗсене ҫавӑн пекех Вячеслав Кириллов парса янӑ парнесене те пачӗ. Ял тӑрӑхӗнче ӗҫлекенсем те, вулавӑш сотрудникӗсем те айӑккинче тӑмарӗҫ — хӑйсен парнисене пачӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнче «Аван - Полимер» ТМЯО уҫӑлчӗ. Предприятине Чупай ялӗнче ҫуралса ӳҫнӗ Павловсем тата район пулӑшнипе уҫма май тивнӗ. «Аван - Полимер» шӑвармалли шлангсем туса кӑларӗ, ҫулталӑк хушшинче 12-15 миллион тенкӗ тупӑш илме палӑртнӑ. Хальлӗхе унта 33 ҫын ӗҫлет, каярах ӗҫ вырӑнӗсен шутне 55 ҫитерме палӑртнӑ.

 

Мероприятине чӑваш юрри-ташшисемпе пуҫларӗҫ. Ҫавӑн пекех хӑйсен сӑмахӗсене «Аван – Полимер» пуҫлӑхӗ О. Ильин, район пуҫлӑхӗ В. Кириллов, Чӑваш Ен экономикӑпа суту-илӳ аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ А. Быченков тата ыттисем тухса сӑмах каларӗҫ.

Хӗрлӗ хӑйӑва Вячеслав Кирилловпа Олег Ильин татрӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ӗнер, нарӑсӑн 19-мӗшӗнче, Ырашпулӑх ял тӑрӑхӗн юрӑ-тавӑ ушкӑнӗсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ.

Концерт пуҫланас умӗн ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Валерий Андреев 2007 ҫула пӗтӗмлетсе сӑмах каларӗ. Курма килнӗ хӑнасене уйрӑмах Шӑплат ял клубӗ ҫумӗнче ӗҫлекен «Хавас» ушкӑн юррисемпе ташшисем кӑмӑла кайрӗҫ.

Вӑрмар районӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫитес вӑхӑтра ҫакӑн йышши концертсем Пысӑк Енкасси, Аслӑ Пинер, Келкеш, Кавал ял тӑрӑхӗсенче иртӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Карлачӑн 18-мешӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Пӗренеш ялӗнче Валерий Ярды ячӗллӗ Ҫӗмерле районӗн велосипед кросӗн Уҫӑ чемпионачӗ тата Ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. А.Ф. Фёдоров ячӗллӗ Вӑрмар АҪСШ ушкӑнӗ те хутшӑннӑ.

Ӑмӑртӑва пӗтӗмлетсе ҫакна палартма пулать: 1996-1997 ҫулта ҫуралнисем хушшинче Дмитрий Яковлев (вӑл Кивӗ Вӗренер ялӗнчен) пӗрремӗш вырӑн, 1994-1995 ҫулта ҫуралнисем хушшинче Мӑнҫырма ялӗнче ҫуралнӑ Аркадий Архипов пӗрремеш вырӑн йышӑннӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш Ен спорт министерствинчен дипломсемпе асӑнмаллӑх парнесем тивӗҫнӗ.

Вӑрмар спортсменӗсем халӗ вара тепӗр ӑмартӑва хатӗрленеҫҫӗ — нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Чӑваш Ен велосипед кросӗн Чемпионачӗпе Ӑмартӑвӗ иртӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енкасси ялӗнче 200 ача вӗренмелли шкула хӑпартасси малалла пырать. Ӗҫ мӗнле пынине Чӑваш Енӗн вӗрентӳ Министерствипе Вӑрмар районӗн администрацийӗ тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ.

Халӗ иккӗмӗш хут стенисене тата газпа ӑшӑтмалли котельнӑй ҫуртне купалаҫҫӗ. Подрядчиксем палартнӑ вӑхӑтпа тан ӗҫлесе пыраҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, [55], 56
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнни савӑнӑҫ парнелӗ. Эсир сирӗнпе юнашар шанчӑклӑ ҫынсем пулнине туятӑр. Тунтикунран вӗсен укҫи-тенкипе, еткерлӗхӗпе е пурлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хӳтӗлеме тивӗ. Эсир хӑвӑрӑн влаҫа тата ҫирӗплӗхе туятӑр: условисем лартма та май килӗ.

Чӳк, 03

1884
141
Морев Иван Михайлович, Чемей пӑлхавӗн ертӳҫисенчен пӗри ҫуралнӑ.
2014
11
Ксенофонтов Иван Ксенофонтович, чӑваш актёрӗ, театр ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та